20 май 2019
Мӑшӑр шурӑ кӑвакарчӑн
Лёня Семёнов
3:15
1 КОММЕНТАРИЙ
Лёня Семёнов
Чӑваш Сашши ыйтнипе юрӑн ҫĕнĕ ячĕ Мӑшӑр шурӑ кӑвакарчӑн Мăшăр шурă кăвакарчăн Çумлăн вĕçрĕç тÿпере. Эп пăхатăп куç илмесĕр, Манăн савăк чун-чĕре. Нумайчен пăхса эп тăтăм Çак илемлĕ мăшăра. Сывлăшра телей эп куртăм, Ыррăн саврăм ăшăмра. Юрату вăййи выляççĕ Пĕр пĕрне сассем парса. Ах, илемлĕ хускалаççĕ, Эп пăхатăп савăнса. Нумайчен илемлĕн вĕçрĕç, Килентерчĕç ман чуна. Куç илмесĕр пăхса тăтăм, Вĕçрĕç малалли куна